Нумай хваттерлĕ 424 çуртра тĕплĕ юсав ирттерĕç
Кăçал Чăваш Енре тĕплĕ юсав ирттерекен нумай хваттерлĕ çуртсен йышĕ ӳсĕ. Çак хисеп пĕлтĕрхинчен 2 хут пысăкрах пулĕ. Кĕске вăхăтра пурнăçламалли республика планĕпе кăçал 424 çуртра ĕçсем йĕркелĕç. Кун çинчен правительство çуртĕнче иртнĕ канашлура палăртрĕç.