Иртнĕ çула пĕтĕмлетрĕç
Пĕлтĕр республикăра 781 пин тăваткал метра яхăн пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. Çапах та ку 2022-мĕш çулхипе танлаштарсан сакăр процент сахалрах. Кăçал Чăваш Енре икĕ пин тăваткал метр ытларах çĕклеме палăртаççĕ. Халĕ çĕр икĕ нумай хваттерлĕ çурта 46 пĕрлешӳ хăпартать. Вĕсен лаптăкĕ 757 пин тăваткал метрпа танлашать. Кун пирки строительство тытăмĕнче ĕçлекенсемпе йĕркеленĕ канашлура калаçрĕç. Унта иртнĕ çулталăка пĕтĕмлетрĕç, 2024-мĕш çула тĕллевсем лартрĕç.