Министерство строительства, архитектуры и жилищно-коммунального хозяйства Чувашской Республики

55 çул тăрăшаççĕ

«3-мĕш Стройтрест» республикăра çурт çĕклекен чи аслă пĕрлешӳ шутланать. Вăл 55 çул пурăнмалли вырăн тĕлĕшĕнчен йывăр лару-тăрăва лекнĕскерсене пулăшать. Сумлă çавра çулпа компани ĕçченĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ. Уяв республикăри оперăпа балет театрĕнче иртрĕ. 55 çулта пĕрлешӳ 1250 ытла объект хăпартнă. Вĕсен шутĕнче нумай хваттерлĕ çуртсем те, шкулсемпе ача сачĕсем те, сыватмăшсемпе предприятисем те. Республикăн тĕп хулинче çеç мар, Канашпа Çĕмĕрлере те чылай çурт çĕкленĕ. Компани тĕрлĕ программăпа та ĕçлет. Чи пахи вара юхăннисен йышне кĕнĕ çуртсенче пурăннăскерсене хăтлă хваттерпе тивĕçтерни. Унсăр пуçне тăлăха тăрса юлнăскерсене питĕ пысăк пулăшу парать. Пĕрлешӳ тăрăшнипе республикăри çĕршер çемье илемлĕ çуртра пурăнать. 90-мĕш çулсенче ултавçăсен авăрне лекнĕ çынсен çивĕч ыйтăвне татса парас яваплăха та хăйсем çине илнĕ. Компани ĕçченĕсем пая кĕнĕ 13 хваттер туянакана пулăшаççĕ. Раççейĕн çĕнĕ регионĕсенче те çуртсем хăпартаççĕ çур ĕмĕр ытла строительство тытăмĕнче ĕçлекенсем.



Телекомпания Чаваш Ен
08 декабря 2023
12:49
Поделиться