Министерство строительства, архитектуры и жилищно-коммунального хозяйства Чувашской Республики

Шыв ыйтăве татăлать

Кăçал республикăри шыв башнисемпе скважинăсене юсаса çĕнетме хыснаран 100 миллион тенкĕ уйăрнă. Пĕтĕмпе Чăваш Енри строительство министерствине 59 проект тăратнă, вĕсенчен 40-шне суйласа илсе тĕрев укçипе тивĕçтернĕ. Çурла уйăхĕнче хыснана улшăнусем кĕртнĕ, шыв башнисемпе скважинăсене çĕнетме тата 30 миллион тенке яхăн уйăрнă. Çакна пула тата хаклав хыççăн перекетленнĕ укçа пухăннипе тата 18 вырăнта ĕçсем ирттерме пулать. ЕКАТЕРИНА ФИЛИППОВА: «Кăçалхи çул Чăваш Енре шывпа тивĕçтермелли тата 18 объекта çĕнетме палăртнă. Республика бюджетĕнчен шыв тивĕçтермелли 18 шыв башнисемпе шыв скважинисене çĕнетме 8 муниципалитет округĕсене субсидисем уйăрса панă. Кăçал конкурсра 59 проект кĕртнĕ. Вĕсенчен комисси субсидилеме 5 округра 40 проекта суйласа илнĕ. Унта халĕ пурнăçланă ĕçсене йышăнасси вĕçленсе пырать. Вĕсене пурнăçланă чухне укçа-тенкĕ перекетленнине пула тата республика бюджетĕнчен укçа уйăрнипе кăçал конкурсра хутшăннă тата 18 объекта çĕнетме май килĕ». Элĕк, Куславкка, Красноармейски, Муркаш, Комсомольски, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Канаш тăрăхĕсенче проектсене йĕркелме килĕшӳсем тума пуçланă та. Кунта çакна та палăртса хăвармалла, кăçал çĕрпӳсем 21 вырăнта шыв ыйтăвне татаççĕ. Муркашсем тӳрех 13 объекта çĕнетеççĕ.



Телекомпания Чаваш Ен
10 ноября 2023
18:09
Поделиться