Министерство строительства, архитектуры и жилищно-коммунального хозяйства Чувашской Республики

Аркатнă çуртсене йĕркене кĕртеççĕ

Аркатса тăкнин йĕрĕсене пĕтĕрсе çĕнĕ сăн кĕртеççĕ.  Донецк облаçĕнчи Мариуполь хулинче нумай хутлă çуртсене йĕркелес ĕç малаллах пырать. Çĕнетӳ ĕçĕсем Жовтнев районĕнче те иртеççĕ.

1978-мĕш çулта çĕкленĕ çурта темиçе снаряд та лекнĕ пулнă. Тăшманăн хĕрӳ вăйĕ çулăм кăларни конструкцие те тĕп тунă. Строительсем çурт тăррине, чӳречисене, алăкĕсене улăштарнă,  инженери  тата газпа тивĕçтерекен тытăмне  çĕнĕрен кĕртнĕ. Чăваш Ен Мариупольти нумай хутлă 10 çурта йĕркене кĕртет. Вĕсенчен 7-шĕнче электричествăпа тивĕçтерекен тытăма çĕнетнĕ, 3-шĕнче вара объектăн мал енĕпе çыхăннă ĕçсене пурнăçлаççĕ. 2  çурта хула администрацине панă ĕнтĕ, туса пĕтерне тепĕр 3 çурт тĕлĕшĕпе вара документсем хатĕрлеççĕ.



Телекомпания Чаваш Ен
09 октября 2023
16:11
Поделиться