«Кувшинка» микрорайонти лару-тару тимлĕхре
Шупашкарти «Кувшинка» микрорайонти çуртсене вăхăтра хута яманни çынсене пăшăрхантарать. Кун пирки вĕсем Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «тӳрĕ лини» мелĕпе ирттернĕ трансляци вăхăтĕнче те пĕлтернĕччĕ. Ыйтăва влаçра тăрăшакансем объекта çитсе уçăмлатрĕç. Ҫурт тума пая кӗнӗ пин ытла ҫын хваттер уҫҫи илессе кӗтет. Йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ «Лидер» компанин ӗҫ чарӑнса ларнӑ. Лав вырӑнтан инвестор пулӑшнипе тапраннӑ. «Соколовский» банк строительствӑна пысӑк укҫа хывнӑ – 220 миллион тенке яхӑн. «Кувшинка» микрорайонти 31 пин тăваткал метр лаптăк çитес çул пурăнакансемпе туласса шантараççĕ яваплăха алла илекенсем.
ВЛАДИМИР МАКСИМОВ: “Пирĕн Кувшинкăра 2 çурт çĕклесе пĕтермен. Проблемăллă застройщик. Хальхи куна ĕнтĕ кăçал унта çĕне инвестор кĕрсе ĕçсем тума пуçларĕ. Пуре пĕрле «Лидер» застройщикпа пирĕн 4 çурт çĕклесе пĕтермен. Çак иртнĕ вăхăтра ĕнтĕ çĕнĕ инвестор 700 миллионла тенкĕ тăкакласа çак стройкăна пурнăçа янă. Чăнах та ĕнтĕ хальхи куна пирĕн инвесторăн йывăрлăхсем пур. Вĕсем суд пăхăвепе çыхăннă”. «Гагарин» комплексри 1-мӗшпе 2-мӗш позицире хваттер туяннисен кӗтмелли нумаях юлман. Строительствӑпа монтаж ӗҫӗсене кӑҫалхи ҫул вĕçне пĕтерме, объектсене хута яма сăмах параççĕ строительсем. «Кувшинкăри» çуртсене те хăтлăлатса, коробкине пуçтарса кăçал пĕтерĕç, çынсене тепĕр çул пур меллĕхпе усă курса пурăнма хваттер уççисем парĕç.
ВЛАДИМИР МАКСИМОВ: “Пурĕ пĕрле пирĕн республикăра 8 çурт проблемăллă. 1757 çын çак çуртсенче хваттер туяннă пулнă. 4 çурта эпир çак султалăк вĕçĕччен хута ярса çынсене хваттер парасшăн”. «Кувшинка» микрорайонти 19-мӗш позицире 11-мӗш хута ҫити кирпӗч хурса ҫитернӗ, ҫавӑн пекех шыв, канализаци пӑрӑхӗсене вырнаҫтараҫҫӗ. 3-мӗш позицире те ӗҫ вӗрет. Ӗҫсем ҫӗнӗ графикпе килӗшӳллӗн пыраҫҫӗ. Ĕçсене çӳллĕ шайра кĕске вăхăтра вĕçлесшĕн.