Çĕнĕ килте — çĕнĕ пурнăç
Çынсем пурăнакан вырăнпа кăмăллă пулни - патшалăх умĕнчи тивĕç. Чăваш Енре юхăннă çуртсенче пурăнакан халăха çĕнĕ хваттерпе тивĕçтереççĕ. Тĕп хуламăрти Богдан Хмельницкий урамĕнчи 50-мĕш çуртра пурăнакансем патне те пысăк савăнăç çитрĕ. Кивĕ те япăх вырăнтан вĕсем çутă та хăтлă çĕре куçĕç.