Коммуналлӑ хуҫалӑх объекчӗсем хӗллене хатĕр
Кăçал юпа уйăхĕ сивĕ пуласси çинчен систереççĕ, çавăнпа та хутса ăшăтмалли тапхӑр маларах пуҫланма пултарĕ. Чӑваш Енре коммуналлӑ хуҫалӑх объекчӗсем хӗллене 92 процент таран хатӗр. Республикăра нумай хутлă çуртсенче вăхăтра ăшă парĕç-и? Кун пирки Правительство ҫуртĕнче эрнесерен иртекен канашлура сӳтсе яврĕç.