Тăвайри ултă ҫемье ҫĕнĕ хваттерлĕ пулчĕ
Тăвайсен пысăк савăнăҫ. Авариллĕ ҫуртра пурăннă 6 ҫемье ҫĕнĕ хваттерлĕ пулчĕ. Ку тăрăхри юхăнна вырăнта пурăнакансем валли ҫĕнĕ ҫурта ҫур ҫулта туса лартнă.
«Юхăннă çуртра пурăнакансене ятарлă срокран маларах çĕнĕ хваттере куçарма май килни питĕ паха, – терĕ регионти строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Павел Данилов. Республикăра федераци программипе усăкурса Вăрнар, Муркаш, Вăрмар, Шупашкар, Тăвай тăрăхĕсенче, ҫавăн пекех Шупашкарпа Ҫĕмĕрле хулисенче кивĕ ҫуртра пурăнакансене хăтлă вырăна куçармалла. Хальлĕхе ҫĕнĕ хваттерсене 638 ҫын кĕтеҫҫĕ.