Министерство строительства, архитектуры и жилищно-коммунального хозяйства Чувашской Республики

Тăлăха юлнă ачасене патшалăх пăрахмасть

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче 33 ыйту пăхса тухрĕç. Ăна паян пĕрремĕш вице-премьер – республикăри финанс министрĕ Михаил Ноздряков ертсе пычĕ. Унта тăлăх ачасене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси, выльăх-чĕрлĕхе чипсем çакса шута илесси пирки калаçрĕç. Ыйтусене Регина Кубайкина уçăмлатма тăрăшрĕ. Тĕрлĕ сăлтава пула ашшĕ-амăшĕн хӳттисĕр тăрса юлнă тăлăх ачасене 23 çул тултарсан патшалăх пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерет. Вĕсем пĕр хутчен çак пулăшупа усă курма пултараççĕ. Çавăн пекех вĕсем пая кĕрсе строительство компанийĕпе килĕшӳ çирĕплетсе хваттерлĕ пулма ирĕк пур. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче патшалăх пулăшăвне илекенсен ӳсĕмне сахаллатасшăн. 23 çул вырăнне 21 хăварасшăн. Социаллă пулăшăва илекенсен йышне пысăклатасшăн. Камсем унта кĕреççĕ? Хĕсмете çар комиссариачĕ урлă чĕнтернисем, 1, 2-мĕш ушкăнри сусăрсем, 1-мĕш ушкăнри инвалида пăхса тăракансем, 80 урлă каçнă ватăна пулăшса пурăнакансем. Тăлăх ачасене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме пĕрлехи бюджетран 659 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Вĕсенчен 70 миллион тенкине федераци бюджетĕнчен уйăрнă. Чăваш Республикинче килти выльăх-чĕрлĕхе ветеринари службин ĕçченĕсем шута илме пуçланă. Ку федераци шайĕнчи ĕç-пуçпа килĕшӳллĕн пулса пыракан пулăм. АЛЕКСАНДР ШАКИН: «Килте кам йытă, кушак усрать – выльăх тухтăрĕсем патне пымалла. Государственный ветслужба тетпĕр. Вĕсем чипировать тăваççĕ, регистраци тăваççĕ. Урама пăрахсан та çак выльăхсене кушакки йыттисен хуçисене пĕлсе тепĕр иккĕмĕш законопроект административлă правонарушени пирки привлекать тума пултаратпăр». Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче пăхса тухнă саккун проекчĕсене парламентарисем черетлĕ сессире пăхса тухĕç. Вăл утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче иртет. 



15 июня 2023
12:23
Поделиться