Министерство строительства, архитектуры и жилищно-коммунального хозяйства Чувашской Республики

Кăвак çулăмпа тивĕçтерессин ыйтăвĕ тавра калаçрĕç

Республикăра кил-çуртсене кăвак çулăмпа тивĕçтерес ĕçе туллин пурнăçлаççĕ. «Догазификаци» программăпа 5 000 яхăн килĕшӳ çирĕплетнĕ. Кун çинчен Правительство çуртĕнче ирттернĕ ларура калаçрĕç.

Чăваш Ен тата Марий Эл регионĕсен инвестици программисене пĕр-пĕринпе çыхăнтарса пурнăçлани Йăлăма кăвак çулăмпа тивĕçтерес ыйтăва пĕр çул маларах татса пама май панă. Çак проект ăнăçлă пурнăçланинче «Газпром межрегионгаз» ушкăнĕн тӳпи пысăк, палăртрĕ Чăваш Республикин пуçлăхĕ Олег Николаев. Кăçал ĕç йĕркипе килĕшӳллĕн Патăрьел тăрăхĕнчи Çĕнĕ Ахпӳрт салинчен пуçласа Елчĕк тăрăхĕнчи Кипеç ялĕ таран пысăк пусăмлă газ пăрăхĕсене кĕртессипе çыхăннă проектсене йĕркелес енĕпе тăрăшĕç. Çак объект 13 çухрăм çурăпа танлашмалла. Çавăн пекех тата кăçал Улатăр хулинче тата унăн тăрăхĕнче пуçланă ĕçсене те вĕçне çитерме палăртаççĕ. Ларура Олег Николаев Чăваш Республикин строительство, çавăн пекех экономика аталанăвĕн министерствисене тата Патăрьелпе Тăвай тăрăхĕсен ертӳçисене социаллă газификаци программине кĕртмен çĕр лаптăкĕсен ыйтăвне татса пама хушрĕ. 



24 апреля 2023
08:58
Поделиться