Министерство строительства, архитектуры и жилищно-коммунального хозяйства Чувашской Республики

«Коммуналлă хуçалăх диктанчĕ» акци иртет

Çĕршыв шайĕнче «Коммуналлă хуçалăх диктанчĕ» акци иртет. Чăваш Енре пурăнакансем хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç. Чăваш патшалăх университетĕнче иртнĕ ырă пуçарăва пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те хутшăнчĕ.

ЕЛИЗАВЕТА ЦВЕТКОВА: «Диктант çырас тесен «Школа ЖКХ» текен приложени уçласа илмелле те регистраци тухмалла. Эпĕ, сăмахран, 30 ыйтуран 27 тĕрĕс хуравларăм».

Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсемпе усă куракан укçа тӳлемесен управляющи компанин мĕн тумалла? Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен пĕрлехи пуху миçе хутчен ирттерме пултараççĕ? Диктантра çакнашкал ыйтусем.

МАРИЯ МАТВЕЕВА: «Хуçалăх ыйтăвĕсемпе ĕçлетĕп, çавăнпа та ыйтусем маншăн пĕлмелле. Ытларах вĕсем кил-çурта, нумай хваттерлĕ çуртсене, тарифсемпе, тĕп ремонт тăвас ыйтусемпе. Ытларах çав ыйтусем».

Акцие хутшăнакансен 30 минутра 30 ыйтăва хуравламалла. Диктант тест мелĕпе иртет. Хуравланă ыйтусем патне каялла таврăнса тӳрлетме те май пур. Ыйтусем çамрăксемшĕн çăмăл пулмарĕç.

МИХАИЛ МИХАЙЛОВ: «Халĕ эпĕ 21-мĕш ыйту çине хуравлатăп. Тестри ыйтусем маншăн йывăртарах. Нумай ыйтусем çине хуравĕсене пĕлместĕп. Квитанцисене хамах тӳлетĕп, анчах та кун пек ыйтусемпе ахаль пурнăçра çыхăнман».

Диктанта пур кăмăл тăвакан та хутшăнса çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнчи пĕлĕве тĕрĕслеме пултарать. 25 ыйтăва тĕрĕс хуравласан онлайн мелпе сертификат параççĕ. Акци ака уйăхĕн 14-мĕшĕччен иртет.



01 марта 2023
19:13
Поделиться