Министерство строительства, архитектуры и жилищно-коммунального хозяйства Чувашской Республики

Строительсем хăвăртлăха ÿстереççĕ

Федерацин «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проектне тĕпе хурса республикăн «Пурăнмалли çурт-йĕр», «Чăваш Республикинчи пурăнма юрăхсăр фонда çирĕппĕн пĕтерсе пырасси» тата «Хăтлă хула хутлăхне тăвасси» регион проекчĕсене хатĕрленĕ.

- «Пурăнмалли çурт-йĕр» регион проектне пурнăçласа 2025 çулччен республикăра пурăнмалли вырăнăн пĕтĕм тăваткал метрне 1,5 хут ÿстермелле, 2024 çулта 916 пин тăваткал метра çитермелле. Кăçал пурăнмалли çурт-йĕр 672 пин тăваткал метр хута ямалла, - пĕлтерчĕ ЧР строительство, архитектура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Алексей Грищенко. - Çак тĕллевсене пурнăçлама çĕр лаптăкĕ 2,2 пин гектар уйăрнă. Кунта пурăнмалли çурт-йĕр 7,3 млн тăваткал метр тума пулать. Граждансене /ветерансене, инвалидсене, çамрăк çемьесене, нумай ачаллă çемьесене/ пурнăç условине лайăхлатма пулăшасси, хăш-пĕр категори илнĕ кредитăн процент ставкине субсидилесси «Чăваш Республикинчи граждансене пурте илме пултаракан хăтлă пурăнмалли вырăнпа тивĕçтересси» тата «Строительство комплексĕпе архитектурăна аталантарасси» патшалăх программисемпе килĕшÿллĕн пулса пырать. Кăçал çак категорири 4,5 пин çемьен пурнăç условине лайăхлатма тĕрлĕ шайри бюджетран 1,9 млрд тенкĕ уйăрма пăхнă.

Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче пурăнмалли çурт-йĕр тăвассине вăйлатмалли программăсене пурнăçласа «Пурăнмалли çурт-йĕр» регион проектĕнче 2019 çулта Шупашкарти «Университетский-2» микрорайонта автоçул хута яма палăртнă. Ăна 2018 çулта тума пуçланă. Объекта ĕçе кĕртме федераци бюджетĕнчен 250,8 млн тенкĕ куçарĕç.

«Чăваш Республикинчи пурăнма юрăхсăр фонда çирĕппĕн пĕтерсе пырасси» регион проектне 2019-2024 çулсенче пурнăçа кĕртме Элĕк, Пăрачкав, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шупашкар районĕсем, Улатăр, Шупашкар, Çĕмĕрле хулисем хутшăнĕç. Асăннă программăпа килĕшÿллĕн авариллĕ 287 пурăнмалли вырăнтан 753 çынна çĕнĕ çĕре куçарма палăртса хунă. Ку ĕçе ултă тапхăрпа йĕркелĕç. Ăна пурнăçлама 371,3 млн тенкĕ уйăрĕç.

«Хăтлă хула хутлăхне тăвасси» регион проектне мĕнле пурнăçласшăн-ха? 2024 çул вĕçлениччен республикăри хуласен вăтам хăтлăхĕн индексĕ 30% танлашмалла.

Республикăри 90 картише, обществăри 138 ытла общество вырăнне хăтламалла. «Хула хăтлăхĕ этеме пурăнма ырă кÿрет» текен хаклава тивĕçлĕ хуласен шучĕ республикăра - 5%, вăл е ку муниципалитетра хула хутлăхне аталантарассипе çыхăннă ыйтусене татса пама хутшăннă граждансен йышĕ 30% сахал пулмалла мар.

Кăçал çынсем канакан общество вырăнĕсене хăтлама 386,9 млн тенкĕ уйăрĕç. Ăна обществăн 23 вырăнĕнчен, 15 картишрен сахал мар тирпей-илем кĕртме ярĕç.

Районсемпе хуласенче «Хăтлă хула хутлăхне тăвасси» регион проектне пурнăçлассипе çыхăннă ĕçсене тума тытăннă. Муниципалитетсен пĕр пайĕнче подряд организацийĕсене палăртассишĕн конкурссем йĕркеленĕ ĕнтĕ, иккĕмĕшĕнче ирттереççĕ. Хальлĕхе 20 ытла объекта илемлетме килĕшÿсем çирĕплетнĕ. Тата 10 ытла контракта çывăх вăхăтра алă пусма палăртнă.

Пĕлтĕр «Хăтлă хула хутлăхне тăвасси» проекта 14 муниципалитетра пурнăçланă. Сăмахран, Вăрмар поселокĕнчи культурăпа кану паркне, тĕп хулари «Шупашкар» суту-илÿ çурчĕн умне, Улатăрти музей садне, республикăри ытти территорие хăтлассишĕн ĕç нумай тунă.

Çынсем «Хăтлă хула хутлăхне тăвасси» регион проектне кăçал та пурнăçланăшăн влаç органĕсене ырлаççĕ. Мĕншĕн тесен çакнашкал лаптăксем пушă вăхăта илемлĕ те тирпейлĕ вырăнта ирттерме, ачасемпе пĕрле канма май туса параççĕ.

Республикăра кăçалхи I кварталта пĕлтĕрхи çав хушăринчен пурăнмалли çурт-йĕр икĕ хут нумайрах тунă. Федерацин «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проектĕнче палăртса хунă чикĕсем патне çитессишĕн хăвăртлăха ÿстерсе пырсан тĕллевсем пурнăçланаççех.

Юрий МИХАЙЛОВ

Газета «Хыпар» от 4.06.2019 г.

 



05 июня 2019
13:58
Поделиться
;