Министерство строительства, архитектуры и жилищно-коммунального хозяйства Чувашской Республики

199 çурт хăтлăланать

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха аталантарассине республикăра пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кăçал Чăваш Енри нумай хваттерлĕ 199 çурт хăтлăланать. Унти ĕçсем еплерех пынипе нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсассипе тимлекен республикăри фондăн ертӳçи тунти кунсерен иртекен ларура паллаштарчĕ. Тĕл пулура ытти ыйтăва та уçăмлатрĕç. Юсава валли республикăра та, муниципалитет хыснинчен те укçа-тенкĕ сахал мар уйăраççĕ. Пĕтĕмĕшле икçĕре яхăн лапамра 468 тĕрлĕ юсав пурнăçлаççĕ. Хальлĕхе 77%, тĕплĕнрех 136 нумай хваттерлĕ çуртра ĕçсем вĕçленнĕ, 47 вырăнта юлашки вак-тĕвеке пурнăçлаççĕ, 24 лапамра вара юсава хакласса кĕтеççĕ. 60 çуртра тĕплĕ юсав хĕрӳ пырать. Çавăн пекех юрăхсăра тухнă лифтсене улăштарассипе ĕçсем пыраççĕ. Лифт оборудованине çĕнетессине те тимлеççĕ, хальлĕхе нумай хваттерлĕ 5 çуртра çак ĕçсене пурнăçлаççĕ.



Телекомпания Чаваш Ен
24 октября 2023
15:00
Поделиться